Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ.
Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ.
Куславкка районӗнчи суд пристав-исполнителӗсем ҫӑлтан шыв ӑсма чарнӑ. Ҫак утӑма вӗсем суд йышӑнӑвне пурнӑҫланӑ май тунӑ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Кунер ял тӑрӑхӗнчи Ҫатрӑк, Услӑх, Ҫӗньял, Кунер, Катӗркасси ялӗсенчи ҫӑлти шыва ӗҫме юрамасть.
Асӑннӑ ялсенче шыв колонкӑра мар иккен. Ҫӑлти шыв вара гигиена тӗлӗшӗнчӗн йӗркеллӗ мар — ҫакна микробиологи тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче ҫирӗплетсе панӑ. Тӗпчев шывра вар-хырӑм бактерийӗ пуррине кӑтартнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗ кӑлтӑка пӗтерме шантарнӑ, анчах кун валли ӑна вӑхӑт кирлӗ-мӗн. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртекен приставсем
вырӑнти тӳре-шара шыв пахалӑхне лайӑхлатнипе лайӑхлатманнине тӗрӗслесе тӑма шантараҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкулӑн алӑкне приставсем пичет ҫапсах питӗрнӗ. Апатланмӑшӑн пӗр уйӑх ӗҫлеме юрамӗ, мӗншӗн тесен унта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шкулта апат пӗҫернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнмашкӑн условсем ҫуккине тупса палӑртнӑ. Апатланмӑшра апат хатӗрлемелли тата упрамалли ятарлӑ вырӑнсем ҫук ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗк ҫумалли, пахча ҫимӗҫ, пулӑ, какай тасатмалли пӳлӗмсем ҫук. Апатланмалли залра вара мачча хӑмисене ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.
Шкул директорӗ апатланмӑшра ҫитменлӗхсем пуррине тунман, ун валли хушма ҫурт тумашкӑн смета хатӗрлени пирки пӗлтернӗ. Строительство валли укҫа-тенкӗ шыраҫҫӗ-мӗн. Апла пулин те Роспотребнадзор апатланмӑш ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарма йышӑннӑ. Шкулта вара ҫуллахи уйлӑх ӗҫлемелле пулнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Чӑваш Енри ҫул ҫинче кӑркӑссем вилнӗ. «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ ҫын вилнӗ, ҫав шутра — икӗ ача. Трасса ҫинче ҫӑмӑл машина грузовикпа ҫапӑннӑ.
Инкек автоҫулӑн 725-мӗш километрӗнче сиксе тухнӑ. Инкекре пилӗк ҫын шар, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Кӑркӑстан ҫыннисем. Вилнӗ ачасенчен пӗри пиллӗкре, тепри иккӗре пулнӑ. Инкеке лекнисенчен тепӗр иккӗшне пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин журналистсене ҫӑмӑл машинӑн водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнине пӗлтернӗ. Инкекре хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ хӗрарӑмпа икӗ ача вилмеллех аманнӑ. Водительпе юнашар ларакан хӗрарӑм-пассажир тата водитель аманнипе пвльницӑна лекнӗ.
Куславкка районӗнче М-7 ҫул ҫинче талӑкӗпех ӗҫлекен васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Энтри Пасар ялӗнче вырнаҫнӑ.
Пункт ҫак тӑрӑхри ҫынсене кӑна мар йышӑнӗ. «Атӑл М-7» ҫул ҫинчен шӑнкӑрав килсен те тухтӑрсем медпулӑшу пама васкӗҫ. Энтри Пасарӗнче кунашкал пункта ахальтен уҫман. Ҫак ҫул ҫинче аварисем час-часах пулаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ пунктри бригада вара инкек вырӑнне часах ҫитме пултарӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре кунашкал васкавлӑ медпулӑшу пункчӗ пӗрре кӑна.
Тухса ҫӳрекен бригадӑра виҫӗ ҫын ӗҫлет: икӗ медик тата водитель. Вӗсен навигаторпа планшет пур. Ку пӗлмен вырӑнсене часрах ҫитме май парать. Ҫул ҫинче япӑх пулса кайсан та пункта кӗрсе тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма май пур.
Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман техкника техникумӗнче вӗренекен икӗ студент, 17 тата 18 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Атӑл урлӑ, 3 ҫухрӑм сарлакӑшне, ишсе каҫма шухӑшланӑ. Хайхискерсем хӑюллӑрах пулас тесе эрех те сыпнӑ.
Анчах ҫакӑ чутах инкекпе вӗҫленмен. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Студентсем карапсем ҫӳрекен вырӑна ҫитсен ывӑннине ӑнланнӑ та пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Вӗсене илтсе ҫыран хӗрринче канакансем ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем катерпа вырӑна пӗр тӑхтамасӑр тухнӑ. Вӗсем «хӑюллӑ» студентсене катер ҫине лартнӑ та станци таран илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑксемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.
МЧС шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтерет. Ҫулла пуҫланнӑранпа икӗ ҫын путса вилнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка районӗнче пулнӑ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ.
Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |